Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Михаил Акимов куҫарнӑ хайлавсем

Тӗпчевҫӗсем XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литературинче Михаил Акимов сумлӑ вырӑн йышӑннине начар мар кӑтартса панӑ. Вӗсем уйрӑмах ҫыравҫӑн публицистикине, прозине тата драматургине чылай тишкернӗ. Сӑмах ӑсти куҫару анинче те сахал мар вӑй хунӑ, анчах ҫакна хальлӗхе ҫителӗксӗр пӗтӗмлетсе хакланӑ. Ку енӗпе унӑн пӗр-икӗ япалине асӑнкалаҫҫӗ-ха, ыттисем ҫинчен ҫырнине тупса вулама йывӑр.

М.Акимовӑн паллӑрах куҫарӑвӗсен шутне Лев Толстойпа Николай Телешовӑн хайлавӗсем кӗреҫҫӗ. "Ҫитмен пурнӑҫ" ятлӑ материал Л.Толстойӑн "Великий грех" статйин сыпӑкӗ иккен. "Хыпар" хаҫатра унӑн чӑн авторне кӑтартман, М.Акимов ҫырса панӑ пек тӑрать. "Л.Н.Толстой каласа панин" авторӗ те вӑлах пек курӑнать. Ку хайлав вырӑс классикӗн "Корней Васильев" калавӗн пайӗ шутланать. 1907 ҫулта М.Акимов хӑй укҫипе Н.Телешовӑн "Нуша" калавне уйрӑм кӗнекен чӑвашла куҫарса кӑларать. Унта ҫӗнӗ ҫӗре куҫса каякан чӑвашсем ҫул ҫинче терт курни ҫинчен сӑмах пырать.

Ҫыравҫӑ литература анинче 1906-1907 ҫулсенче кӑна вӑй хуни паллӑ. Ҫуркуннерен ҫуркуннеччен вӑл Хусанта "Хыпар" хаҫатра ӗҫленӗ, вӑхӑта ытларах редакци секретарӗнче тӑрмашса ирттернӗ. Хаҫата хупас умӗн ун вырӑнне Федор Николаева лартнӑ. М.Акимов пур пӗрех хаҫат ӗҫне хутшӑнма пӑрахман. "Хыпара" хупас умӗнхи номерте унӑн "Ялти пурнӑҫ" пьесин пуҫламӑшӗ тухнӑ. Ытти куҫарӑвне те М.Акимов ҫак тапхӑртах хатӗрленӗ.

Мӗтри Юман каланӑ тӑрӑх, чӑвашсен хастар ҫыравҫи М.Горькин "Этем" поэмипе "Тӗпӗнче" пьесине те чӑвашла куҫарнӑ, хаҫатра пичетлесшӗн пулнӑ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫа кӗртме цензура ирӗк паман. Чӑнах та, "Хыпар" хаҫатӑн 1907 ҫулхи номерӗсенче шурӑ лаптӑк чылай тӗл пулать.

М.Акимов урӑх халӑхӑн илемлӗ литературинчен чӑвашла куҫарнӑ тепӗр хайлава асӑнмасӑр иртме ҫук. Сӑмах "Тӗлӗнмелле" сӑвӑ ҫинчен пырать. Унӑн чӑн авторне 20 ҫулсем каяллах тупса кӑтартнӑ пулин те — ку хайлава М.Акимов е Тайӑр Тимкки ҫырнӑ тесе тӗрӗс мар палӑртаҫҫӗ. Ҫак йӑнӑш вӗренӳ кӗнекисенчен тытӑнса энциклопедисем таранах сарӑлчӗ. Ку ыйтупа эпир ятарласа статья ҫырнӑччӗ. Унти шухӑшсен кӗске пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах: "Хыпар" хаҫатӑн 1906-1907 ҫулсенчи ҫыххинче цензор "Тӗлӗнмелле" текстӑн аялти сулахай кӗтесӗнчен ҫӳлти сылтӑм кӗтеснелле хӗрле кӑранташпа "Акимов" тесе ҫырнӑ. Хаҫат редакторӗ Сергей Кириллов ку хайлава М.Акимов хӑй шухӑшласа ҫырнӑ тет. Хаҫатра ҫав текстӑн авторӗпе куҫаруҫине кӑтартман. Тӗпчевҫӗсем прозӑлла текста чӑваш ҫыравҫин ӗҫӗ тесе йышӑнчӗҫ. 1980 ҫулсен вӗҫнелле Валерий Егоров вӑл куҫару иккенне кӑтартса пачӗ. Ку хайлава Дедусь ячӗпе вырӑсла пичетленнӗ "Странно" сӑвӑ тӑрӑх куҫарнӑ-мӗн. Вӑрттӑн ятсен вырӑсла тухнӑ тӑват томлӑхӗнче Дедусь ятне асӑнман. "Тӗлӗнмелле" текстӑн чӑн-чӑн авторӗ белорус поэчӗ Феликс Политковский иккен. Унӑн вырӑсла тата чӑвашла тухнӑ "Ӗҫпе укҫа" сӑвви чылай вӑрӑмрах, вырӑсла куҫарӑвӗ "Работа и деньги" ятпа пичетленнӗ. Сӑвӑлла ҫырнӑ ҫак хайлава М.Акимов прозӑлла куҫарнӑ.

Илемлӗ литература хайлавӗсенчен вӑл татах та куҫарма пултарнӑ. Анатолий Васильев "Революцичченхи чӑваш литератури" икӗ томлӑхра М.Акимов Михаил Салтыков-Щедрина куҫарни ҫинчен асӑнать. Чӑнах та, "Хыпарта" авторне "Салтыков" тесе кӑтартнӑ материал тӗл пулать. Анчах ӑна ҫак ҫынах куҫарни ӑҫтан паллӑ-ши? Ӑна мӗнле ӗнентерме пулать. Ун ҫинчен татӑклӑн пӗлтерни куҫ тӗлне пулмарӗ.

1906-1907 ҫулсенчи "Хыпарта" ыттисен куҫарӑвӗсем те пичетленнӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсен тӑлмачне кӑтартман. Акӑ, Ваҫҫа Аниҫҫи каланӑ тӑрӑх, пӗрне Тӑваньялсем Сергей куҫарнӑ. Вӑл калавра Христос тӗрмере ларакан ҫынна курӑнса лӑплантарни ҫинчен сӑмах пырать. Хайлав авторӗ Всеволод Гаршин пулма тивӗҫлӗ. Ҫакӑн пек хыпарсене шута илмесӗр куҫаруҫӑсене тӗрӗсрех палӑртма ҫук.

Хаҫата вӑхӑтра кӑларса тӑма тивнӗрен материал ҫитмен чухне М.Акимовӑн куҫарусем ҫине таянма тивнех ӗнтӗ "Икӗ инке (килӗнтеш)" калаври ӗҫсем Питӗрте пулса иртеҫҫӗ. Ӑна вырӑсларан куҫарни турех сисӗнет. Вӑл та М.Акимов тӑрӑшнипех чӑвашла тухнӑ-тӑр

Ҫавӑн йышши тепӗр пысӑк материала асӑнас килет. Колымари ҫынсен йывӑр пурнӑҫӗ ҫинчен калакан пысӑк очерка "Тан" ҫырнӑ тесе кӑтартнӑ. Пирӗн шутпа, унӑн авторӗ — вырӑссен паллӑ революционерӗ-большевикӗ Владимир Богораз (Тан). Вӑл хӑй те Колымана лекнӗ ҫын. Унӑн пӗр сӑввине ("Вӑхӑт ҫитрӗ") Тайӑр Тимкки революци юррисен кӗнеки тӑрӑх куҫарса хунӑ. Ку очерка М.Акимов урӑх ҫӗртен тупса куҫарнӑ теме май пур, Тайӑр Тимккин тетрачӗсенче чӑваш поэчӗ вырӑс ҫыравҫин прозине куҫарни ҫук.

Мӗтри Юман М.Акимов политикӑра эсерсенчен "сулахаярах" тӑнӑ тесе ҫырнӑ. Ҫавӑн пиркиех унӑн редакци секретарӗн ӗҫӗнчен хирӗҫҫе тухса кайма тивнӗ ахӑр (ку самант ҫинчен Турхан Энтри хӑйӗн кун кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ). М.Акимов большевиксем майлӑрах пулнине вӑл К.Маркспа Ф.Энгельс ҫырнӑ "Коммунистсен партийӗн манифестне" чӑвашла куҫарни те ӗнентерет.

Николай Никольский хӑй редакторта ӗҫленӗ чухне "Хыпар" хаҫатра тухайман материалсене тирпейлӗн упраса хӑварнӑ. Вӗсен йышӗнче паллӑ мар ҫыннӑн 10 яхӑн хайлавӗ пур. Вӗсене кам, ӑҫтан ярса панине кӑтартман. Чӗлхе уйрӑмлӑхӗсене пӑхсан ку ал ҫырусене Тӑхӑрьял таврашӗнчи ҫын ҫырнӑ пек туйӑнать. Вӗсенчен пӗри, "Ашшӗсемпе ачисем" ятлӑскер, "Хыпарӑн" 1906 ҫулхи 23-мӗш номерӗнче пичетленнӗ. Авторне унта "Ватӑ хресчен" тесе кӑтартнӑ. Тӗрӗссипе, ку хайлав Л.Толстойӑн шутланать. Вӑл вырӑс классикӗн пуҫламӑш пӗлӳ илекенсен вулав кӗнекинче тухнӑ. Ӑна чӑвашла М.Акимовах куҫарман-ши? Хальлӗхе ку хутсене ҫыравҫӑн ытти алҫырӑвӗсемпе танлаштарма тӳр килмерӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн архивӗнче М.Акимовӑн алӑпа ҫырнӑ пӗр хут татки те ҫук. Асӑннӑ хайлавсен йышӗнче "Алексей Васильевич Кольцов" ятлӑ биографи очеркӗ те пур (ӑна та вырӑсларанах куҫарма пултарнӑ). Кун йышши япаласене вырӑс литературине лайӑх пӗлекен ҫын ҫырнӑ ӗнтӗ. М.Акимов шӑпах ҫавӑн пек ҫыравҫӑ пулни иккӗлентермест. Ку ал ҫырусене урӑххисемпе танлаштарса пӑхни унӑн пултарулӑхӗшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

М.Акимов хӑйӗн "Пурне те кирлӗ япаласем" тата "Пурне те кирлӗ сӑмахсем" ятлӑ ҫӳхе кӗнекисене те малтан вырӑсла тухнӑ материалсем тӑрӑх йӗркеленӗ теме юрать. Пӗрремӗшӗнче акӑ патшапа унӑн кил-йышне тата улпутсене усрама хура халӑхӑн мӗн тери тертленме кирли ҫинчен каланӑ. Ун пек хыпарсене, паллах, вырӑс пичетӗнчен илме тивнӗ. Николай Шелепин ҫывӑх тусӗ Александр Кузьмин учитель аса илнӗ тӑрӑх, "Хитрая механика" кӗнекине вӑл Н.Шелепипе пӗрле чӑвашла куҫарнӑ. Вӗсем ал ҫырӑва "Хыпара" ярса паман-ши? М.Акимов, тен, шӑпах ӑна тӗплӗн редакцилесе пичетленӗ? Чӑвашла кӗнекен пичӗ ҫинче «Издание М.Акимова» тесе ҫеҫ каланӑ, кам куҫарнине ятарласа кӑтартман.

Ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать: М.Акимов — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫутлӑх литературине чӑвашла чылай куҫарнӑ ҫынсенчен пӗри. Вӑл куҫарнӑ авторсен йышӗнче вырӑс ҫыравҫисемпе пӗрле белорус тата нимӗҫ авторӗсем пур. Тӑлмач илемлӗ литературӑна ҫеҫ мар, публицистикӑна та "чӑвашлатнӑ". Унӑн ҫав ӗҫӗ-хӗлӗ тӑван халӑха демократишӗн пыракан кӗрешӗвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене ӑнкарма пулӑшнӑ, хамӑрӑн ҫутлӑх прозине чӗрӗ вӑй кӗртнӗ. Халӗ тӑван литература историне ҫырнӑ чухне ҫакна туллинрех палӑртасчӗ.

Ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул иртрӗ. Шел, ҫав куна халӑхпа анлӑн паллӑ тӑваймарӑмӑр. М.Акимов хӑйӗн вӑйӗпе виҫӗ пӗчӗк кӗнеке пичетленӗ, эпир вара ҫӗр ҫул хушшинче унӑн еткерне пухса пӗр кӗнеке те кӑлараймарӑмӑр. Тӑван литература классикӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан хайлавӗсене, асаилӳсене, документсене тата сӑнӳкерчӗксене хӑвӑртрах пухса ҫитересчӗ, "Ҫырнисен пуххи" туса кун ҫути кӑтартасчӗ...

Геннадий Юмарт,
«Хыпар», 2010, кӑрлач, 29


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-04 01:16:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6039 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем